Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Егоров Василий Георгиевич

Егоров Василий Георгиевич — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи. 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халь Куславкка районӗ) Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Пурнӑҫӗ

1899 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухнӑ.

Cиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшyă. Тӑван тӑрӑха 1910 ҫулта таврӑнать те Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.

Ӗҫӗсем

60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсен шутӗнче:

  • «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ»,
  • «Чӑвашла-вырӑсла словарь»,
  • «Вырӑсла-чӑвашла словарь».


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-02-11 10:44:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7579 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем